Квазулу-Натал

Квазулу-Натал (акăл. KwaZulu-Natal, зулу IKwaZulu-Natali) — КАР провинцийӗ. 1994 ҫулта Натал провинципе Квазулу бантустана пӗрлештернипе йӗркеленӗ.

Квазулу-Натал
зулу KwaZulu-Natal
коса IPhondo yaKwaZulu-Natala
свати KaZulu
Никӗсленӗ/йӗркеленӗ дата1994 çулхи ака, 27-мĕшĕ
Ӳкерчӗк
Официаллӑ ятзулу KwaZulu-Natal
коса IPhondo yaKwaZulu-Natala
свати KaZulu
акăл. KwaZulu-Natal[1]
Патшалӑх
Администраци вырӑнӗПитермарицбург[d]
Административлӑ-территориллӗ пайКăнтăр Африка Республики
Вӑхӑт тӑрӑхӗUTC+2:00[d]
ГеоданнӑйсемData:South Africa/KwaZulu-Natal.map
Чи ҫӳллӗ вырӑнМафади[d]
Чи тарӑн вырӑнИнди океанĕ
Правительство пуҫлӑхӗн должноҫӗPremier of KwaZulu-Natal[d]
Правительство пуҫлӑхӗWillies Mchunu[d][3][4]
Ӗҫ тӑвакан влаҫKwaZulu-Natal Executive Council[d]
Саккун йышӑнакан органЗаконодательное собрание провинции Квазулу-Натал[d]
Халӑх йышӗ
  • 12 423 907 чел. (2022 нарăс 2)[5]
Административлӑ пайланӑвӗЭтеквини[d], Угу[d], Умгунгундлову[d], Утхукела[d], Умзиньятхи[d], Амаджуба[d], Зулуленд[d], Умкханьякуде[d], Утхунгулу[d], Илембе[d] и Сисонке[d]
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш1276 метр
Тӑванла хулаШанхай
Чикӗленсе тӑратьМпумаланга[d], Шиселвени[d], Лубомбо[d], Мапуту[d], Мокотлонг[d], Таба-Цека[d], Цгачас-Нек[d], Восточно-Капская провинция[d] и Фри-Стейт[d]
УлӑштарнӑНаталь[d] и Квазулу[d]
Калаҫу чӗлхиGayle[d], Ronga[d], Зулу, Коса чĕлхи и свати[d]
Лаптӑк
  • 94 361 тăваткал километр
Официаллӑ сайтkwazulunatal.gov.za
Карта местонахождения
Квазулу-Натал на карте
Квазулу-Натал
Квазулу-Натал
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Администраци центрӗ — Питермарицбург хули. Чи пысӑк хули — Дурбан.

Географипе ҫанталӑкӗ

тӳрлет

Провинци лаптӑкӗ 94 361 ҫм², танлаштарсан ҫакӑ Португали лаптӑкӗпе пӗрешкелех темелле. Географи тӗлӗшӗнчен ку лаптӑка виҫӗ региона пайлама пулать. Пӗрремӗшӗ, ҫыран хӗрринчи тӳремлӗх евӗрлӗскер, ҫурҫӗрелле тӑсӑлать. Тӗп районсенче анӑҫалла тӑсӑлакан сӑртлӑ плато вырнаҫнӑ. Виҫҫӗмӗш региона икӗ ту облаҫӗ пур: Аҫтаха тӑвӗсем (анӑҫра) тата Лебомбо (ҫурҫӗрте) тӑвӗсем. Аҫтаха тӑвӗсен ҫӳллӗшӗ Лесото чиккинче 3000 м таран ҫитет. Лебомбо вара, пачах урӑхла — вӑл Эсватинирен кӑнтӑралла параллеллӗ вырнаҫса тухнӑ ту хырҫисемлӗ авалхи лутра сӑртсенчен тӑрать. Провинцин чи пысӑк юханшывӗ — Тугела, Квазулу-Наталрӑн варринче анӑҫран тухӑҫалла юхать.

Регион ҫанталӑкӗ тӗрлӗ енлӗскер, ҫыран хӗрринче вӑл субтропиклӑ тата нӳрлӗ. Дурбанра, сӑмахран ҫулталӑкри вӑтам нӳрӗк виҫи 1009 мм; кӑнтӑрлахи максимумсем кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗччен 28°С ҫитеҫҫӗ, минимумсем 21°С; ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗччен максимумсем 23°С таран ҫитеҫҫӗ, минимумсем 11°C ҫити ӳкеҫҫӗ. Шалти районсенче ҫуллахи температурӑсем ҫыран хӗрринчи температурӑсемпе пӗр пек, анчах кунти хӗлсем сивӗрех. Аҫтаха тӑвӗсенчи хӗлсем сивӗ те юрлӑ, чи ҫӳллӗ ту тӑррисем ҫулла та кӑпӑшка юрпа витӗнеҫҫӗ. Ҫыран хӗррин ҫурҫӗр пайӗ, Зулуленд, тропик климатне ҫывӑх ӑшӑрах тата нӳрӗрех ҫанталӑкпа палӑрса тӑрать.

Халӑх йышӗ

тӳрлет

2011 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх провинцире 10 267 300 ҫын пурӑнать[6][7]. Провинцири халӑха этника тӗлӗшпе пухсан: хура ӳтлисем — 86,8 %; шурӑ ӳтлисем — 4,2 %; тӗрлӗ тӗслисем — 1,4 %; индирен тухнисем тата азинчи ытти тӑрӑхсен сӑнӗллӗ ҫынсем — 7,4 %[7]. Провинцин тӗп чӗлхисем: зулу (77,8 %), акӑлчан (13,2 %)[8].

Администраци тӗлӗшпе пайланни

тӳрлет

Квазулу-Натал провинцийӗ 1 хула тӑрӑхӗпе 10 районтан тӑрать:

Экономика

тӳрлет

Дурбан хули — хӑвӑрт ӳсекен хула районӗ тата пысӑк порт, ҫӗршывӑн ытти районӗсемпе чукун ҫулсемпе аван ҫыхӑннӑ. Дурбанпа унӑн тавралӑхӗнчи промышленность шутне сахӑр тростникне тирпейлесси, тумтирпе текстиль туса кӑларасси, хими, нефть тирпейлекен тата целлюлозӑпа хут кӑларакан промышленность, каучук хатӗрлесси, автомобильсене пуҫтарасси, апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗ кӗрет. Ҫавӑн пекех алюмини туса кӑларакан савут та пур. Провинцин ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ Ньюкасл хули те пысӑк индустри центрӗ шутланать. Кунта Mittal Steel South Africa, синтетикӑллӑ резина, хром, хими япалисем кӑларакан предприятисем вырнаҫнӑ, пир-авӑр промышленноҫӗ аталаннӑ.

Ӑнлантарусем

тӳрлет
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Квазулу-Натал статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.