Санта-Крус (утрав, Галапагос)

Галапагос утравӗсен йышне кӗрекен утрав

Санта-Крус (исп. Isla Santa Cruz) — Исабела хыҫҫӑн пысӑкӑшӗпе иккӗмӗш тата Галапагос утравӗсенчен чи йышлӑ пурӑнакан утрав. Британсем утрава Индефатигабл (акăл. Indefatigable), HMS Indefatigable линиллĕ карапа чысласа, ят панӑ [1].

Санта-Крус
Ӳкерчӗк
Ят никӗсӗПурнăç паракан Хĕрес, HMS Indefatigable[d], Генри Говард, 6-й герцог Норфолк[d], Говард, Генри, 7-й герцог Норфолк[d] и Климент I[d]
Патшалӑх
Администраци вырӑнӗПуэрто-Айора[d]
Административлӑ-территориллӗ пайГалапагос[d]
Вӑхӑт тӑрӑхӗUTC−6[d]
Шыв хӗрринче вырнаҫӑвӗЛăпкă океан
Ҫутҫанталӑк объекчӗ шутӗнчеГалапагос[d]
Халӑх йышӗ
  • 15,701 чел.
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш864 метр
Тӑршшӗ
  • 43 km
Сарлакӑшӗ31 km
Лаптӑк
  • 979 тăваткал километр
Карта местонахождения
Санта-Крус на карте
Санта-Крус
Санта-Крус
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Географи

тӳрлет

Вулканран пулса кайнӑ утрав ҫаврака формӑллӑ темелле. Лаптӑкӗ 985,55 км², чи ҫӳллӗ вырӑнӗ тинӗс шайӗнчен 864 м вырнаҫнӑ.

Утрав варринче выртакан туллӑ-сӑртлӑ плато ҫинче сӳннӗ вулкансем, сӑртлӑ ландшафтсем, тӗрлӗ ӳсентӑрансемпе чӗрчунсен тӗнчи вырнаҫнӑ. Санта-Крус геологи уйрӑмлӑхӗ шутне пӗтӗмӗшле тенӗ пекех сыхланса юлнӑ 2 ҫухрӑм тӑршшӗ тата 10 м яхӑн ҫӳллӗш лава тоннелӗ кӗрет.

Халăх йышă

тӳрлет

Санта-Крус кӑнтӑр ҫыранӗнче Пуэрто-Айора утравӗн административлӑ тӗпӗ пур, унта 12 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Ку Галапагос архипелагӗн чи пысӑк хули те. Пуэрто-Айора тӗпчев станцийӗ вырнаҫнӑ, ӑна Чарльз Дарвин паллӑ ҫутҫанталӑк тӗпчевҫин ятне панӑ.

Туризм

тӳрлет

Утрав ҫыннисен тӗп ӗҫӗ — туризм сфери.

Сӑнсен пуххи

тӳрлет

Ҫавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Ӑнлантарусем

тӳрлет
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Санта-Крус (остров, Галапагос) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.